Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пире ыр сӑмах кирлӗрех

Анатолий Филиппов тусӑма сума суса


Тӑванӑм, юлташӑм, аташӑм,
Пускилӗм, ӗҫтешӗм — эсех,
Эпир пурӑнмастпӑр пайташӑн,
Пире ыр сӑмах кирлӗрех!

Пире кирлӗрех ҫирӗп туслӑх
Тата пӗр-пӗрне ӑнланни,
Ун чух пусас ҫук чуна тунсӑх,
Пӑчланмӗ пач пурнӑҫ ани.

Тӑрсассӑн ирпе илӗм-тилӗм,
Хавассӑн тухсассӑн сада,
Тӳрех шутласа, тусӑм, илӗн:
Мӗскер пире кирлӗ тата?!

Хӗвел хӗрӳрех пӑхнӑ ҫемӗн,
Савса ҫупӑрланӑн ҫӗре,
Чунра ҫуралать ҫӗнӗ ҫемӗ —
Чӗремҫӗм чӗнет ҫӗн ире!

...Пулсан та тӗнчи урлӑ-пирлӗ,
Калаймӑп тата вирлӗрех:
Пайти те, паллах, пире кирлӗ,
Ҫапах ӑш сӑмах кирлӗрех!

Анатолий Смолин>>


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-08-20 11:31:09 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2897 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем